Министерство промышленности и энергетики Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Промышленность тата энергетика министерстви

Пилĕк çуллăх аталану программине çирĕплетнĕ

Чăваш Ен аталанăвне çĕнĕ варкăш кĕртмелли тахçанах паллă пулнă. Иртнĕ çулхи пĕтĕмлетӳсемпе республика çĕршыври кайра пыракан 10 регион йышне кĕнĕ. Çакна шута илсе Раççей Правительстви Чăваш Енĕн пилĕк çуллăх аталану программине  çирĕплетнĕ.  Унпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче  паллаштарчĕ. 



25 июля 2020
20:59
Поделиться