Министерство промышленности и энергетики Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Промышленность тата энергетика министерстви

Кун йĕркинче — инноваципе инвестицисем тата социаллă ыйтусем

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ытларикун Шупашкарти Г.А.Ильенко ячĕллĕ «Элара» наукăпа призводство комплексĕнче пулчĕ.

Цехсемпе, предприяти ĕçĕпе паллашрĕ, акционер обществин ертӳлĕхĕпе ирттернĕ канашлура приборсем тăвакансен планĕсем, социаллă ыйтусене татса парасси тата, паллах, инвестици проекчĕсене пурнăçласси пирки калаçу пулчĕ.

Кăçал «Элара» 50 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çур ĕмĕре тăсăлакан истори пуян, хăйне евĕрлĕ тата мухтавлă. Кунта çар тата граждан авиацийĕн управлени системисене туса кăлармалли хăватлă производство бази йĕркеленнĕ. Мĕн çуралнăранпах предприятишĕн «Су», «МиГ» самолетсене, «Камов» тата «Ми» вертолетсене вырнаçтаракан электроника тĕп продукци шутланнă.

Паянхи тĕллевсен шутĕнче вара — производствăна аталантарса диверсификацилесси. Гражданла продукци туса кăларасси халь бизнесăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулса тăнă ĕнтĕ. Çав шутра — импорта хамăрăн продукципе улăштарас енĕпе те. Çакна çирĕплетекенни — Раççей чукун çулĕсен, КамАЗ, ыттисен саккасĕсем. Сăмах май, чукун çул тематики «Эларăшăн» производствăн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăнă: пуйăссен çӳревĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерекен микропроцессор хатĕрĕсенчен пуçласа метрополитен составĕсен управлени блокĕсем таран — приборсен ассортименчĕ чăннипех анлă. Предприяти Крым кĕперĕ урлă пуйăссем çӳреме пуçлассине тивĕçтерме те хутшăннă: Шупашкарти завод специалисчĕсем çурутрава Краснодар крайĕпе çыхăнтаракан кĕперĕн автомат мелĕпе блокировка тăвакан системине ĕçе кĕртме пулăшнă.

Предприятире паян 3,7 пин ытла çын ĕçлет. Иртнĕ çул кăтартăвĕсем тăрăх ĕçлесе илнĕ укçа виçи 7,3 миллиард тенкĕпе танлашнă, кăçал ку виçене 8,1 миллиарда çитересшĕн. Ĕç укçин уйăхри вăтам виçи 44 пин тенкĕрен иртет — лайăх кăтарту. Чăннипех хăватлă, промышленноç отраслĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ предприятийĕ — çавăнпа та Олег Николаев кунти ĕçсене хăйĕн куçĕпе курса хаклас тени ăнсăртран мар. Журналистемпе калаçнă май вăл 3,7 пин çынран тăракан коллектив питĕ пысăк вăй пулнине палăртрĕ: «Республика Правительстви пысăк кашни заводпа пĕрлехи ĕçсен планне йĕркелеме тĕллев тытнă. Çакă завод умĕнчи тĕллевсене пурнăçланипе пĕрлех халăхăн социаллă ыйтăвĕсене те татса пама май парĕ».

Предприяти гендиректорĕ Андрей Углов хăнасене заводра ĕçе кĕртнĕ çĕнĕ технологисемпе, кунта туса кăларакан продукци тĕслĕхĕсемпе паллаштарнă май республика ертӳлĕхне патшалăх енчен кӳрекен тĕревшĕн тав турĕ — ку «Эларăшăн» чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл завод паян çĕнĕ инвестици проекчĕсемпе çине тăрса ĕçленине çирĕплетрĕ. Импорта хамăрăн продукципе улăштарассине тĕпе хунă май продукци пахалăхĕ пысăк пулмалла — «Эларăн» ку енĕпе опыт та, кадрсем те пур. Ĕçĕн çĕнĕ çул-йĕрĕн шутĕнче — «Цифра экономики» программăпа килĕшӳллĕн электростанцисене автоматизацилесси. Çак тĕллевпе «Эларăра» электростанцисемпе промышленноç предприятийĕсене автоматизацилемелли «Сура» программăпа техника комплексне туса хатĕрленĕ, ăна хамăр çĕршыври тата чикĕ леш енчи темиçе станцире вырнаçтарнă ĕнтĕ — ăнăçлă ĕçлет.

Олег Николаев «Элара» Чăваш Ен экономикишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ предприяти пулнине палăртрĕ, ун шучĕпе, завод инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртмелли площадка пулса тăма тивĕç — республика енчен çак тĕллеве пурнăçлас тĕлĕшпе тĕрев пулĕ.

Олег Алексеевич завода пушă алăпа килмен — предприяти ĕçченĕсене патшалăх наградисене парса чысларĕ. Алексей Дубинин фрезеровщик — РФ Президенчĕн Хисеп грамотине, 30 çула яхăн заводăн экономикăпа финанс директорĕнче вăй хунă Тамара Дружинина «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне тивĕçнĕ. Андрей Углов гендиректор тата тĕп специалист Виктор Ященко кăкăрĕсем çине вара регион ертӳçи Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă медальсене çакрĕ. Олег Алексеевич кашнинех тăрăшуллă ĕçшĕн тав туса малашне те предприяти, республика экономикин аталанăвĕшĕн ăнăçлă ĕçлеме сунчĕ.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ



ХЫПАР